ЧР Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ

Хыпарсем

Районти «Чĕрĕ сăмах» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

08.04.2017 20:04

2017 çулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Елчĕкри искусство шкулĕнче хайлав сыпăкне илемлӗ вулакансен «Чĕрĕ сăмах» конкурс иртрӗ. Унăн тĕллевĕ: шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси, ачасен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

Вулав конкурсне район администрацийĕн вĕрентӳпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Волкова А.А. уçрĕ. Вӑл ачасене ăнăçу сунчĕ, кун йӗркипе паллаштарчӗ.

Конкурса хутшăнакансем - 5-10-мĕш класс ачисем, шкул шайĕпе иртнĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Вун виçĕ шкултан пуҫтарӑннӑ 26 вӗренекен хӑйсен хайлав сыпăкне илемлĕ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Жюри членĕсем ачасен пултарулӑхне виçĕ ӳсӗмпе хакларӗç: пӗрремӗш ӳсӗмрисем — 5-6 классем, иккӗмӗш ӳсӗмрисем — 7-8 классем, виççĕмĕш ӳсӗмрисем – 9-10 классем.

Пӗрремӗш ӳсӗмрисем хушшинче чи малти вырӑна Дмитриев Игорь (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ,ертÿçи Левая Н.А., О.Туркай «Ҫӗмӗрт»), иккӗмӗш вырӑна Савукова Юлия (Аслă Елчĕк шкулĕ, ертÿçи Адюкова Л.Г., Ю.Скворцов «Амаçури амăшĕ»), виҫҫӗмӗш вырăна Ванюшина Диана (Таяпа Энтри шкулĕ, ертÿçи Ванюшина И.В., А. Г. Миллин «Вăлта») тухма пултарчĕç.

Иккӗмӗш ӳсӗмрисем хушшинче пĕрремĕш вырӑна Иванова Ирина (Хăвăлçырма шкулĕ, ертÿçи Михеева З.О., О.Туркай «Ҫӗмӗрт») тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мусалова Наталья (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ,ертÿçи Иванова А.А., О.Туркай «Ҫӗмӗрт») тата Райкова Милана ( Аслă Елчĕк шкулĕ, ертÿçи Хушкина Н.З., О.Туркай «Ҫӗмӗрт» ) пайларĕç.

Виççĕмӗш ӳсӗмрисем хушшинче Киргизова Александра (Кушкă шкулĕ, ертÿçи Портнова А.И., Ю.Скворцов «Уках хурӑнӗ») çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Адюкова Юлия (Елчĕк шкулĕ, ертÿçи Каринкина Г.В., М.Трубина «Хăнаран») тата Вишневская Екатерина (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ,ертÿçи Левая Н.А., Н.Терентьев «Ҫӗпӗр дивизийӗ» драмӑри сыпӑк) пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырăнсене тухрĕç.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи Левая Н.А. çĕнтерÿçĕсене, вĕрентекенсене ăшшăн саламларĕ. Малашне те пултаруллă та хастар пулма, ытти конкурссенче те хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме вăй-хăват, ăнăçу сунчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Амăшĕпе Ашшĕне халалланă класс тулашĕнчи мероприяти çĕнтерÿçи

08.04.2017 20:02

Пурте пĕлетпĕр, ку çул Раççейре Экологи тата Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавна май И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» Республика шайĕнчи конкурса хутшăнма йыхравларĕ. Ку конкурса ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна хутшăнса Амăшĕпе Ашшĕне халалланă урок, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш шкулĕ) номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. І (пĕрремĕш) степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Хăй çырса йĕркеленĕ сценари тăрăх вăл Чăваш чĕлхин кунĕнче ачасен пултарулăхĕпе паллаштарасшăн.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ

03.04.2017 18:52

Ҫак кунсенче Федерацин аслă пӗлӳ паракан патшалăх бюджет вӗренӳ учрежденийӗ «И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогига университечӗ» ирттерекен Раççейри Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕ çулталăкне халалланă «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» республика шайӗнчи конкурсăн 1-мӗш тапхăрӗ вӗҫленчӗ. Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Иванова Алевтина Афанасьевна ҫак конкурса «Пӗррехинче, кӳлӗ хӗрринче…» юмах сценарийӗне тăратнă. Вăл «Çутçанталăк илемĕпе пуянлăхне упрассине халалланă урок, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш шкулĕ)» номинацире иикӗмӗш вырăна тухма пултарчӗ. Унăн юмахӗ « Тӗрлӗ культура условийӗсенчи наци чӗлхисемпе литературисем» кӗнекен 3-мӗш томӗнче пичетленнӗ.

Ӗç çынни çулталӑкне пӗтӗмлетсе… - 16.12.2016

20.02.2017 12:27

Ҫапла ятпа иртрӗ районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинарӗ. Иртсе пыракан 2016 ҫул Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ пулчӗ. Общество пурнӑҫӗ, кирек мӗнле экономика та ҫын ӗҫӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. Мӗнлерех ӗҫлесе пынӑ-ха шкулсем, мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туса ирттернӗ, ачасене мӗнле ӗҫсене явӑҫтарнӑ – ҫак ыйтусем тӗпре пулчӗҫ Кивӗ Эйпеҫри тӗп шкулта иртнӗ чӗлхеҫӗсен черетлӗ семинарӗнче.

Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗнче те алӑ усса ларман пирӗн вӗрентекенсем, ятарлӑ ӗҫ планне туса хатӗрленӗ те ҫав планпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк тӑршшӗпех тӑрӑшса ӗҫлесе пынӑ. Семинар тӗлне Веникова Г.В., Портнова А.И. ( Кушкӑ), Кушманова Н.В. (Елчӗк), Павлова С.А.( Ҫӗнӗ Пӑва), Теренина А.Н. (Лащ Таяпа), Хушкина Н.З.( Аслӑ Елчӗк), Воронова В.Н. (Курнавӑш), Ванюшина И.В. (Таяпа Энтри), Иванова А.А. ( Кӗҫӗн Таяпа), Михеева А.Н., Смирнова Т.З. (Аслӑ Пӑла Тимеш), Козлова С.А.( Тӗмер) ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен отчетсем хатӗрлесе килнӗ. Аслӑ Елчӗкре вӗрентекен Адюкова Л.Г. аслӑ категориллӗ вӗрентекен хӑй туса ирттернӗ ӗҫсемпе буктрейлей формипе паллаштарчӗ. Буктрейлей ҫӗнӗ меслет тухӑҫлине курса ӗненчӗҫ вӗрентекенсем.

Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа чылай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттернӗ Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи «Шӑпӑрлансем» кружок членӗсем ялти клубра «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» ятпа юмах кӑтартса савӑнтарнӑ, Таяпа Энтри шкулӗнчи ачасем шкул шайӗпе ачасен пултарулӑхне ҫутатакан кӗнеке кӑларма вӑй ҫитернӗ, ял библиотекинче иртнӗ «Чӑваш хресченӗ – ӑста ҫӗр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел ӗҫне хутшӑннӑ. Аслӑ Пӑла Тимешри вӗрентекенсем (Михеева А.Н., Смирнова Т.З. «ECXELSIOR-2016” республика шайӗнчи конкурсра палӑрнӑ. Кушкӑ шкулӗнче вӗрентекен Веникова Г.В. Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок тата класс тулашӗнчи чи лайӑх ӗҫ» конкурсра призер пулса тӑнӑ, «Халӑхӑн йӑла – йӗркисем» вӗренӳ проекчӗсен конкурсӗнче 2 степеньлӗ диплом ҫӗнсе илнӗ. Курнавӑш тата Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӗренекенӗсем «Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫынни сӑнарӗ» темӑпа иртнӗ интернет – олимпиадӑна хастар хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Лащ Таяпа ри шкул ҫумӗнче тӑван тавралӑх музейӗ аван ӗҫлет. Шкулти тӑван чӗлхене вӗрентекен учительсем музейра урок – экскурсисем нумай ирттернӗ, ӗҫ ҫыннине мухтакан юрӑсен, нсценировкӑсен конкурсӗсем, тӗрлӗ викторинӑсем йӗркелесе ирттернӗ. Унсӑр пуҫне кашни шкултах ҫулсерен иртекен чӑваш чӗлхиппе литература эрнине пӗтӗмпех ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ. Пур ӗҫе те чуна парса туса ирттернине палӑртма питех те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Семинар ӗҫӗнче Кушкӑ шкулӗнче вӑй хуракан Веникова Г.В. ирттернӗ мастер - класс та питӗ интереслӗ пулчӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ ӗҫтешсемшӗн. Галина Васильевна ачасене чылайранпа шырав – тӗпчев ӗҫне явӑҫтарать. Унӑн вӗренекенӗсем пӗрре мар район, республика шайӗнчи наукӑпа практика конференцийӗсенче тупӑшнӑ, ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑннӑ. Ᾰста педагог темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ мунча йӑли - мешехине тӗпчет, ҫав ӗҫпе ачасене те кӑсӑклантарать. Мунча кӗрес йӑла – йӗркене тӗпченӗ май ачасем илемлӗ сӑмах тӗшшине туйма та, мунчала ҫыхма та, мунчара кирлӗ япаласене (чӑваш сӑмахӗ ҫырнӑ кӗҫҫе шлепке, алса, сиплӗ курӑксен тӗрӗллӗ хутаҫӗ) ӑсталама, мунча сиплӗхне рекламӑлама та хӑнӑхса ҫитнӗ. Мӗн чухлӗ пултару ӗҫӗ!

Уҫӑ урок та итлерӗҫ вӗрентекенсем. Ᾰна ирттерекенӗ Тӗмер шкулӗнчи Козлова С.А. пулчӗ. Ҫиччӗмӗш кллассемпе «Ҫӑкӑртан асли ҫук» темӑпа ирттернӗ тишкерӳллӗ проект урокра ачасем питӗ хастар ӗҫлерӗҫ. Вӗрентекен урокра ИКТ мелӗпе усӑ курса ачасен логикӑлла шухӑшлавне аталантарчӗ, тӗрлӗ ӗҫсем урлӑ ачасене шырав - тӗпчев ӗҫӗпе интереслентерсе нумай ҫӗнӗ информаципе паллаштарчӗ, чӑваш хайлавӗсене тӗнче литературипе танлаштарса пӑхма хистерӗ. Урок вӗҫӗнче ачасем илнӗ пӗлӗве пӗтӗмлетсе хаҫат кӑларчӗҫ. Урок ачасемшӗн усӑллӑ иртрӗ. Ҫавӑн пекех Кивӗ Эйпеҫсен пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ чӗлхеҫӗсем. Федорова Е.С. вӗрентекен Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗнче туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, вӑл вӗрентекен ачасем инценировкӑсем кӑтартрӗҫ. Семинара пухӑннисем иртсе каякан ҫула туллин тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ, малашнехи ҫул планне йышӑнчӗҫ.

Левая Н.А.

Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурс - 10.02.2017

20.02.2017 12:22

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурс ҫулсеренех хăй ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан пултаруллă ачасене пуҫтарать.

2017 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнче чӑваш халӑх поэчӗ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине тата Чӑваш енри Аттепе Анне çулталăкне халалланӑ «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс - фестиваль иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

Конкурс- фестивале хутшăнакансем - 3-5-мĕш класс ачисем, шкул шайĕпе иртнĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Асӑннӑ мероприяти виҫӗ номинаципе иртрӗ:

1. «Сăвă чи лайăх калакан». Ку номинацире 21 ача тупăшрĕ.

2. «Чи лайăх юрлакан». 10 ача ӑмӑртрӗ.

3. «Чи лайăх инсценировка» номинацире 6 ушкăн пулчӗ.

Ҫак кун илемлӗ сӑмах, юрӑ – кӗвӗ, капӑр чӑваш ҫи - пуҫӗ пурне те илӗртсе тыткӑнларӗҫ. Тăван чĕлхепе литературăна, чăваш юрри-кĕввине юратакансемшĕн – ачасемшӗн те, те, вĕрентекенсемшĕн те конкурс – фестиваль чăн-чăн уяв пулчĕ.

Ҫĕнтерÿçӗсене жюри членĕсем палăртрĕç. «Чи лайăх юрлакан» номинацире хăйĕн пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе 3-мĕш класра вĕренекен Романова Виктория (ертÿçи Арефьева С.А., Лаш - Таяпа шкулĕ) П.Хусанкайӑн «Сăпка юррипе» пурне те савăнтарчĕ, 1 – мĕш вырăна тухрĕ, 2- мĕшпе 3-мĕш вырăнсене 5-мĕш класра вĕренекен Герасимов Денис (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ,ертÿçи Мясникова О.Н., «Эп юрлатăп савăнса» юрă) тата 5 –мĕш класра вĕренекен Романова Александра ( Елчĕк шкулĕ, ертÿçисем Воронова В.Н, Архипова О.А., «Анне» юрă) пайларĕç.

Валерий Раштавăн «Аннен çуралнă кунĕ» сăввине илемлĕ вуласа Елчĕк шкулĕнче 5 – мӗш класра вĕренекен Тарасова Анастасия (ертÿçи Федорова Р.В.) çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Елчĕк шкулĕнче 3а класра вĕренекен Романов Евгений П.Хусанкайăн «Çарăк» сăввине каласа (ертÿçи- Молоствова В.Г.) тата Аслă Таяпа шкулĕнче 3 класра вĕренекен Паулина Александра Г.Л.Енейкинăн «Çурт илемĕ, ун ăшши» сăввинне вуласа (ертÿçи Федорова О.Л.) II, III вырăнсене тухрĕç.

«Чи лайăх инсценировка» номинацире чи пултаруллисем çак ушкăнсем пулчĕç:

1-мĕш вырăн - Аслă Пăла Тимеш шкулĕнчи ушкăн (А.Т.Александров «Тĕрĕс тунă» хайлавӗ. Ертÿçи - Михеева А.Н.).

2-мĕш вырăн - Аслă Таяпа шкулĕнчи ушкăн (ертÿçи Малова Г.И.).

3 –мĕш вырăн – Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчи ушкăн (А.Васильева «Çĕн кайăкпа кантраллă кукăль». Ертӳҫи - Иванова А.А.).

Район шайӗпе иртекен мероприятие чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Ассоциацийӗ йӗркелесе ирттерчӗ. Унӑн ертӳҫи Нина Аркадьевна Левая çĕнтерÿçĕсене, вĕрентекенсене ăшшăн саламларĕ. Малашне те пултаруллă та хастар пулма, ытти конкурссенче те хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме вăй-хăват, ăнăçу сунчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Страницăсем: 1, [2]