ЧР Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ

Хыпарсем

Драмкружок членĕсен пултарулăхĕ

01.05.2017 21:21
Драмкружок членĕсен пултарулăхĕ

 

ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче тахçантанпах драмкружок ĕçлет. Ǎна ертсе пыраканĕ – шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Федорова Елена Сергеевна. Унта вĕренекенсем 5-мĕш класран пуçласа 9-мĕш класс таранах çÿреççĕ. Артист пултарулăхĕ енчен ку çул уйрăмах 5-мĕш классем палăрчĕç. Халĕ те вĕсем, 2017 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Петĕр Ялкирăн «Интермедисем» сценкине ăнăçлă лартса пачĕç. «Паллашу» сценкăра хăюллă Уля рольне Сусметова Ксюша, хаваслă Вася рольне Мазюкин Стасик; «Ǎçта тĕрĕслĕх?» сценкăра хăюллă Уля рольне Павлова Лиза, хаваслă Вася рольне Иванов Коля; «Шăшисем» сценкăра вара Павлова Ангелинăпа Никита Никифоров вылярĕç. Куракансем çамрăк артистсем вылянипе кăмăллă юлчĕç.

Малтисен ретĕнче

30.05.2017 21:52

22.05.2017

Нумаях пулмасть «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс результачĕсемпе паллаштарчĕç. ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче ăна чылай çул хушши чăваш чĕлхипе литература учителĕ Федорова Елена Сергеевна ирттерет. Ку çул унта хутшăннă ачасенчен вара виççĕшĕ диплома тивĕçнĕ. Вĕсем: 2-мĕш класра вĕренекен Кудряшов Никита, 5-мĕш класра вĕренекен Иванов Николай тата 7-мĕш класра вĕренекен Сусметова Анастасия. Настя – малтисен ретĕнче. Вăл ĕçĕн 94 %-не тĕрĕс туса районта 2-мĕш, республикăра тата Раççейре 48-53-мĕш вырăн йышăннă. Малалла та ăнăçусем сунар ăна!

Сцена ҫинчи урок

24.05.2017 21:21

Автор: Левая Н.А.

Ака уйӑхӗн 11- мӗшӗнче Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкулта тӑван литература урокӗ 5-11 класра вӗренекенсемшӗн ытти чухнехинчен урӑхларах – сцена ҫинче итртрӗ. Урок теми: «Вӑрҫӑ суранӗ паян та тӳрленмест». Урока Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 72 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ᾰна йӗркелекенӗ – Левая Н.А. чӑваш чӗлхипе дитературине вӗрентекен.

1941-1945 ҫулсенчи вӑрҫӑ ҫӗр - шыв кун - ҫулӗнче, унӑн литературин аталанӑвӗнче питӗ паллӑ тапхӑр - паттӑрлӑхпа ҫӗнтерӳ тапхӑрӗ. Фашизм пирӗн ҫӗр - шыва мӗн чухлӗ хурлӑх, асап кӳни чылай ҫул иртсен те манӑҫмасть: 20 млн. совет ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 1710 хулапа поселок арканнӑ, 70 пин ял ҫунса кӗл пулнӑ. Мӗн чухлӗн фронтран алӑсӑр е урасӑр таврӑннӑ, мӗн чухлӗ хӗрарӑм мӑшӑрсӑр, ачасем ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.1418 талӑка пынӑ вӑрҫӑн асапӗ – тертне, хуйхи – суйхине, тӗлӗнмелле паттӑрлӑхне ачасем хатӗрленӗ литература композицийӗ чӗррӗн сӑнлать. Акӑ хаяр вӑрҫӑ пуҫланнине, салтаксене фронта ӑсатнине сӑнлакан самантсем, амӑшӗпе хӗрӗ, савнисем уйрӑлни, аманнӑ салтакпа хӗр - санитарка, ывӑлӗсене вӑрҫӑ хирӗнчен кӗтекен амӑшӗсем…Уйрӑмах Вишневская Катя («Тулта шатӑртатать декабрь…»), Герасимова Ирина (« Амӑшӗ ывӑлӗн палӑкӗпе калаҫни»), Герасимов Денис («Ырӑ ят»), Дмитриев Игорь («Пахчари ҫӗмӗрт») вуланӑ сыпӑксем куҫран куҫҫӳль кӑларчӗҫ. Ачасене патриот туйӑмлӑ ҫитӗнтересси апла пулсан – чи кирли.

«Чăваш чĕлхи кунĕ» уяв

01.05.2017 21:40

«Чăваш чĕлхи кунĕ» уяв

Ку çул – Чăваш Республикинче «Атте-анне çулталăкĕ», çавăнпа та ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунĕнче атте-аннене халалланă хайлавсемпе паллаштарчĕç.

Уяв çакăн пек программăпа иртрĕ:

1. Нелли Петровская çырнǎ монолог

1-мĕш ертсе пыракан.

Анне! Эсĕ çĕр çинче пурнǎç çуратакан! Эсĕ çĕр пек тĕлĕнтермĕш! Ху çуратнǎ этеме аллу çине илетĕн те ун çине савǎнǎçпа тĕлĕнсе пǎхатǎн. Вара ху сисмесĕрех сан ик аллуна хальччен пулайман вǎй-хал пуçтарǎнма тытǎнать. Ачуна тǎрантарма сан ÿт-пĕвÿ тǎрǎх асамлǎ, ачуна вǎй-хал паракан сĕткен пуçтарǎнать. Сан куçу тĕнче илемне, ун вǎй-хǎвачĕпе синкерĕсене тарǎнрах куракан пулать. Ачуна чун панǎ чĕрÿ анлǎланать. Унта амǎшĕн ачашлǎхĕ, ыратǎвĕпе юратǎвĕ кĕрсе вырнаçаççĕ. Вара сан чĕрÿ ĕмĕрлĕхех çĕнелсе, аслǎланса юлать.

 

2-мĕш ертсе пыракан

Тĕлĕнтермĕш Анне! Эс хǎвна валли телей çурататǎн! Халь сан ĕмĕтÿсен вĕçĕ-хĕрри те çук. Ху çуратнǎ этемпе сан пĕтĕм пурнǎçу тулса ларчĕ. Вǎл халь санра чĕрĕ çǎл куç пек тапать.

Эс ĕмĕр тǎршшĕпех ачун телейĕпе хĕпĕртесе пурǎнǎн! Ачуна телей парассишĕн пĕрмаях çунǎн. Санǎн аллу кану мĕн иккенне манĕ. Хǎвǎн пурнǎçна ху çуратнǎ ачун пурнǎçĕ витĕр çеç курǎн. Вǎл йǎнǎш тусан ǎна ятласса та юрату витĕр айǎплǎн. Ху телейне ачун куçĕ витĕр курǎн. Сан чуну лǎпкǎлǎх мĕн иккенне ǎнланми пулĕ. Санри иксĕлми вǎй-хǎват ачун кǎкǎрне куçса пырĕ.

Апла пулин те санри чи асамлǎ вǎй, анне туйǎмĕ, ĕмĕрлĕхех чуна пĕçертсе юлĕ. Çак вǎй-хǎватпа ачашлǎха çулсем иртни те чакараймĕ. Çакǎншǎн ĕнтĕ эсĕ çĕр çинче чи вǎйли шутланатǎн.

Çĕр пек хǎватлǎ Анне! Мĕн чухлĕ чǎтǎмлǎх санра!

 

Кашни çыншǎн çĕр çинче чи хакли – атте-анне. 7-мĕш класра вĕренекенсем чăваш поэчĕсем атте-анне çинчен çырнă сăввисемпе паллаштараççĕ.

2. Литмонтаж

1-мĕш вулакан

Хĕрарǎм – кил ǎшши ялан.

Ун кǎкǎрĕн сĕтне çисе,

Утма пуçлаççĕ ачасем.

Чĕвĕл чĕкеçĕн сассине

Илеççĕ калаçма, вара

Пуçлаççĕ ǎшǎ сǎмахран:

«Анне!»

2-мĕш вулакан

Ун пек хисеплĕ, ырǎ ят

Пулман та, пулмĕ тĕнчере.

Вǎл маншǎн тǎванран тǎван,

Ялан вǎл манǎн чĕрере.

3-мĕш вулакан

«Анне» сǎмах мĕнпе танлашĕ?!

Кун-çул пуçламǎшĕ – анне.

Вǎл – пурнǎç витĕмĕ, ун тĕшĕ,

Пире парать хǎй ǎшшине.

4-мĕш вулакан

Атте те пур ман, йǎмǎк та, аппа та,

Телейлĕ эп тǎванǎмсем пур чух.

Пурне те пĕчĕк чĕремре усратǎп,

Сиртен хакли, атте-аннем, никам та çук.

5-мĕш вулакан

Анне – ǎшǎ хĕвел!

Атте – çутǎ тĕнче!

Атте-анне – пирĕн телей!

Çак ятсем чи çывǎх, чи чаплǎ çĕр çинче.

Пурнаççĕ вĕсем ĕмĕр сывǎ çĕр çинче.

6-мĕш вулакан

Анне!

Эс мана мĕн кирлине йǎлт панǎ:

Çыпǎçмасть усал ят ман çума.

Эп санран ĕçчен пулма вĕрентĕм,

Юратма вĕрентĕм халǎха.

Асран тухми аннемĕр,

Ялан санпа чĕремĕр.

Сана чунтан саватпǎр.

7-мĕш вулакан

Инкек-синкек сиксе тухать-и,

Хуйхи те хушǎран пулать,

Кирек хǎçан та эс туятǎн:

Анне пуриншĕн те çунать.

Тен, çавǎнпах-тǎр унǎн çÿçĕ

Ытла та хǎвǎрт шуралать.

Кунсем-çулсем чупса иртÿçĕн

Чĕри те вǎхǎтсǎр хавшать.

8-мĕш вулакан

Вǎл пур самантра та чи çутǎ тивлет,

Анчах ман çакна та калассǎм килет:

Хǎш чух эпир темшĕн, чĕресĕр пекех,

Çуратнǎ аннешĕн хыпмастпǎр питех.

Анне чĕри кǎвар пек вǎл вĕри,

Кǎварсǎр чĕрере кǎвар хыптартǎр.

Питре çиçейтĕр-и хĕвел тĕрри,

Анне ятне никам нихçан ан мантǎр.

9-мĕш вулакан

Анне чĕри! Кам-ха ǎнланĕ,

Епле ачишĕн çуннине?

Кам ǎшталанĕ, кам хумханĕ

Аннемĕрсĕр пуçне?

Йĕри-тавра тĕтре карсассǎн

Кураймǎн çĕрĕн илемне.

Çапла чун ǎшшине туймастǎн

Аннемĕрсĕр пуçне.

Çурхи тĕнче йǎлт вǎрансассǎн

Юрлать пур кайǎк юррине.

Анчах та ман чĕре юрлаймĕ

Аннемĕрсĕр пуçне.

Çиçет питре-çке ялан кулǎ,

Куç ыталать çут тĕнчене.

Анчах та кун та çĕр пек пулĕ

Аннемĕрсĕр пуçне.

Анне чĕри пурне те туйĕ,

Хǎтарĕ йывǎр кунсенче.

Çак пурнǎçра та йывǎр пулĕ

Аннемĕрсĕр пуçне.

3. Валерий Петровăн «Атте-анне» сǎввине 6-мĕш класра вĕренекен Александров Алёша пǎхмасǎр илемлĕ вулать.

4. Чǎвашсен чаплǎран та чаплǎ поэчĕ, чǎваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши те аннесен, чǎваш хĕрарǎмĕн, пурнǎçри пĕлтерĕшне палǎртса «Чǎваш арǎмне» сǎвǎ çырнǎ.

(Çеçпĕл Мишшин «Чǎваш арǎмне» сǎввине 8-мĕш класра вĕренекенсем пăхмасăр илемлĕ вулаççĕ.)

5. Ку çул – П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул. Чăваш халăх поэчĕн, Чăваш Республикин Çеçпĕл Мишши тата К.В.Иванов ячĕллĕ премисен лауреачĕн, П.Хусанкайăн «Аннене» сăввине пăхмасăр 8-мĕш класра вĕренекен Смирнова Алина вуласа парать.

6. Хаклă ентешĕмĕрĕн те, тĕнчипе паллă этнопедагогăмăр Геннадий Никандрович Волковǎн та юбилейĕ. Вăл пурăннă пулсан кăçал 90 тултаратчĕ.

( «Анне пехилĕ» сыпǎка пǎхмасǎр илемлĕн 7-мĕш класра вĕренекен Сусметова Настя вулать.)

7. Пĕтĕмлетÿ. Кашни çыншǎн çĕр çинче чи хакли – атте-анне. Аннесĕр пурнǎç кичем, аттесĕр çутǎ мар. Çавǎнпа та атте-аннене, çывǎх тǎвансене хисеплесе пурǎнасчĕ, вǎхǎтĕнче вĕсене тав тума пĕлесчĕ, нихǎçан та кÿрентерес марччĕ.

(Пурте пĕрле ура çине тăрса «Атте-анне» юрра юрлаççĕ)

«Атте-анне» юрă

1. Паянхи кун пурте пĕрле

Аттепе анне çумĕнче.

Савăнăçлă иртрĕ уяв

Пухăнсассăн кил-йышĕпе.

Хушса юрламалли:

Атте-анне – чи çывăх çынсем.

Ялан тулли – пĕр пÿрт хăнасем.

Атте-анне, эсир чи хакли,

Пурнăç тулли, сир(ĕ)нпе çеç вăл тулли.

Хăмăр куçсем анне евĕрех,

Çÿхе туту атте евĕрех.

Пилĕк ача ÿстернĕ эсир,

Атте-анне, тайма пуçăм сире!

2. Пĕр ывăлпа тăватă хĕр пĕрчи,

Кĕçĕнни вара – эп, ачашши.

Яланах эпир пурте пĕрле,

Пирĕн хушăмра туслăх ĕмĕре.

Хушса юрламалли:

3. Мăнуксем чупаççĕ сир(ĕ)н тавра,

Асаннепе асатте çумра.

Юратаççĕ сир(ĕ)нпе выляма,

Пăшăлтатма, кулса калаçма.

Хушса юрламалли:

 

Сценарие çыраканĕ – Федорова Е.С., ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литер

Чăваш чӗлхипе литература эрнине анлă ҫул

24.04.2017 21:30

 

Чăваш чӗлхи кунне яланах анлăн паллă тума тăрăшаҫҫӗ. Ака уйăхӗн 24-30-мӗшӗсенче Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чăваш чӗлхипе литература эрни иртет. Эрнен кушни кунӗ тӗрлӗ мероприятипе пуян. Линейка вăхăтӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Иванова А.А. эрнен планӗпе паллаштарчӗ. Мероприятисене республикăри Амăшӗпе Ашшӗн ҫулталăкне та Чăваш чӗлхи кунне, Елчӗк районӗ 90 ҫул тултарнине тата хисеплӗ ентешӗмӗрӗн Г.Н.Волковăн юбилейне халалланă.

Ака уйăхӗн 24-мӗшӗнче кашниех чăвашла диктант ҫырса хăйӗн пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарчӗ. Кăҫалхи акцие республикăри Амăшӗпе Ашшӗн ҫулталăкне та Чăваш чӗлхи кунне халалланă. Кӗҫӗн Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем 13.00 сехетре ҫирӗм ҫиччӗн диктант ҫырма ларчӗҫ. Акцие хутшăнакансем Геннадий Волков ҫырнă «Ӑслă ача» калав тăрăх диктант ҫырчӗҫ. Текст пуриншӗн те ҫывăх, мӗншӗн тесен ачасем ҫак текста вуланă. 11 ҫын диктантра «5» паллă илме пултарчӗҫ.

Ҫут ҫанталӑк! Мӗн тери пуян та ырӑ эсӗ.

24.04.2017 20:06

Ҫут ҫанталӑк! Мӗн тери пуян та ырӑ эсӗ.

Этем темиҫе ҫӗр пин ҫул хальхи ҫут ҫанталӑкра пурӑнать. Уншӑн тавралӑх хӑйне майлӑ «пысӑк пӳрт» пулса тӑрать. Ҫак пысӑк пӳртре ӑна сывлӑш та, шыв та, апат – ҫимӗҫ те, ӗҫ вырӑнӗ те, канмалли вырӑн та пур. Вӑл сӗм авалтанпах ҫут ҫанталӑкӑн пуянлӑхӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшнӑ. Тавралӑхри вӑрмансене ҫурт – йӗр тума, кӑмакана хутса ӑшӑнма, апат пӗҫерме тата тӗрлӗ япаласем ӑсталама касса тӑнӑ. Сунарҫӑ пулса нумай чӗр чунсене тытнӑ. Ҫӗре сухаласа, ун ҫинче хӑйне мӗн кирлине акса - лартса ӳстернӗ. Ҫӗр айӗнчен ытларах та ытларах пуянлӑх кӑларма тӑрӑшнӑ.

Этем ҫут ҫанталӑк панӑ ырлӑхра - «пӳртре» хӑйне хуҫа пек тытнӑ. Ҫыншӑн ҫут ҫанталӑк пурнӑҫ ҫӑл куҫӗ пулса тӑнӑ. Калас пулать: яланах ҫут ҫанталӑкпа кун пек усӑ курсан урӑхларах вӑхӑтсем те ҫитсе тӑма пултараҫҫӗ. Ҫак «ҫӑл куҫ» та типсе ларма пултарать.

Этем хӑйне хупӑрласа тӑракан тавралӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла. Ҫут ҫанталӑк хӑйне усал тӑвакана усал тӑвать, юратакана – юратать, ырӑпа тавӑрать. Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкулта 7-8 класра «Ҫут ҫанталӑк! Мӗн тери пуян та ырӑ эсӗ» темӑпа йӗркеленӗ калаҫу урокӗнче тӗп ыйтусем ҫаксем пулчӗҫ:

- Мӗн вӑл ҫут ҫанталӑк?

- Ҫут ҫанталӑкпа этем мӗнле ҫыхӑннӑ?

- Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем шутне мӗн - мӗн кӗрет?

- Ҫут ҫанталӑк этеме мӗнле усӑ парать?

- Ҫут ҫанталӑка мӗнле упрамалла?

Урок вӗҫӗнче ачасем пӗтӗм этемлӗх умне чӗнӳпе тухрӗҫ: «Этем! Вӑран, уҫ куҫусене. Санӑн йӑнӑшусене тӳрлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫут ҫанталӑк вӑл сан тӑван килӳ, тӑван аннӳ. Ҫавӑнпа та эсӗ ӑна аннӳне юратнӑ пекех юрат, упра, чирлеме ан пар. Вӑл чирлесен – эсӗ чирлӗн, ачусем чирлӗ ҫуралӗҫ. Пӗтӗм ӑсна, пӗтӗм вӑйна пухса ун илемӗпе тасалӑхӗшӗн тӑрӑш!

Н.А.Левая

Экологи сехечӗ

24.04.2017 20:06

 

Ака уйӑхӗн 19 – мӗшӗнче Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкулта кашни класрах экологи урокӗсем иртрӗҫ. Пиллӗкмӗшсем «Этем тата ҫут ҫанталӑк» темӑпа иртнӗ литература урокӗнче тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ. Чи малтанах кайӑксен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ текста тишкерчӗҫ. Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекипе паллашнӑ хыҫҫӑн этем ҫут ҫанталӑка сӑнаса мӗнле ӗҫсем пуҫарнине пӗлчӗҫ. Ҫут ҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, тупмалли юмахсен тупсӑмне тупрӗҫ, сиплӗ курӑксен усси ҫинчен калаҫрӗҫ. Урок кӑсӑклӑ та усӑллӑ иртрӗ.

Н.А.Левая

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи

24.04.2017 19:55

«Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе кун парать,» - тенĕ Иван Яковлев педагог.

Чĕлхе – хутшăну хатĕрĕ. Чăваш çыннисен пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе хутшăнма ирĕк пур. Чăваш Республикинче чăваш тата вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ. Кашни чĕлхе хăйне май илемлĕ. Чи хитри вара – тăван чĕлхе, анчах та унăн илемне туйма та, курма та пĕлмелле.

Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вулавăшра чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» курав йĕркеленĕ. Ку куравра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем чăваш чĕлхин пуянлăхне уçса паракан кăларăмсемпе, чĕлхене аталантарма, вĕрентме ырми-канми тăрăшнă ăсчахсен кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллашма пултараççĕ.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци

24.04.2017 19:53
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци

Паян, 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикинче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет. Ку акцие кашни çулах ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Ку çул 5-мĕш класран Павлова Ангелина, 6-мĕш класран Смирнова Мария, 7-мĕш класран Гончар Никита, Новикова Карина, Павлова Юлия, Сусметова Анастасия, 8-мĕш класран Смирнова Алина хутшăнчĕç. Сĕннĕ диктанта шкулта тĕрĕслекенĕ – шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Федорова Елена Сергеевна. Наци радиовĕ вуланă тăрăх хăй те çырчĕ.

Вĕренекенсем хушшинче 7-мĕш класран Новикова Каринăпа Сусметова Настя тата 8-мĕш класран Смирнова Алина «5» илме пултарчĕç.

Федорова Е.С., ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Черетлĕ семинар иртрĕ

17.04.2017 21:48

 

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Вĕсем семинар-канашлура яланхи пекех йышлă ыйтусене пăхса тухрĕç. Ассоциаци ертÿçи Н.А.Левая «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессин концепцийĕпе» паллаштарчĕ. Вĕрентекенсем ăна ырласа йышăнчĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем çулленех республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче çеç мар, республикăри ытти ĕçтешсемпе уйрăм кĕнекесем, методика пособийĕсем кăларас ĕçре активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем уçă урок планĕсене е класс тулашĕнче ирттермелли сценарийĕсене хатĕрлесе парса çав пособисенче кăлараççĕ, республикăри е ун тулашĕнче ĕçлекен ĕçтешсене ĕçре усă курма май туса параççĕ. Семинарта çак ĕçе малалла тăсасси, вĕсене пичете ярса парассине тимлеме сĕнчĕç.

Çавăн пекех вĕрентекенсем тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса палăрнине ырларĕç, вĕрентенкенсен район шайĕнчи конкурсĕнче палăрнисене саламларĕç, Шупашкара, республикăри вĕрентекенсен черетлĕ семинарне кайма делегатсем суйларĕç.

Страницăсем: [1], 2