ЧР Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ

Ытти сайтсен хыпарӗсем

УЧИТЕЛЬСЕН ПРОФЕССИЛЛЕ ПĔРЛĔХĔСЕМ ВĔРЕНТЕКЕНСЕНЕ ПРОФЕССИ ТĔЛĔШĔНЧЕН АТАЛАНМА МАЙ ПАНИ. - 25.08.2016

20.02.2017 12:32

Левая Н.А.

Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен

                                                                                                                пĕрлешĕвĕн ертӱçи

 

 Хальхи тапхăрта  çĕр-шывăмăрта та, республикăра та «Вĕренӱ çинчен» саккун çĕнелнине пула  вĕренĕве çĕнĕлле  йĕркелес   ыйту  çивĕч тăрать. Пахалăхлă пĕлӱ илме патшалăх çирĕп никĕс хывать, апла пулсан ытти пĕтĕмпех вĕрентекенсенчен килет. Вĕрентекенсене професси шайĕпе ӱссе пыма, тавракурăма анлăлатма,  меслетлĕх енчен пулăшу илме  тĕрлĕ предметсемпе йĕркеленĕ Ассоциацисем пулăшаççĕ.

   Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕ пирĕн районта 2010 çулта йĕркеленчĕ. Паянхи кун тĕлне  вăл     32  вĕрентекене пĕрлештерет. 

Пирӑн Ассоциаци çак тĕллевсемпе задачăсене  тĕп вырăна хурать:

- ассоциаци ĕç - хĕлне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси;

- учительсене меслетлĕх енчен тĕрлĕ шайлă пулăшу парасси;

- пĕр - пĕрин  ĕç опытне  тишкересси, пĕтĕмлетесси,   малалла аталанма майсем туса парасси;

- ăсталăх  опычĕпе  паллаштарасси.

Ассоциаци тытăмĕнче тĕрлĕрен ĕçлĕ, творчество  ушкǎнĕсем, пултарулăх лаççисем  ĕçлеççĕ, вĕсен кашнийĕн хǎйĕн ĕç планĕ пур. Август уйăхĕнчи секци  занятийĕсенче кашни çулах иртнĕ çулхи ĕç - хĕле пĕтĕмлететпĕр, ҫулталӑк тӑршшӗпе мĕн  тунине, мĕн туса çитерейменнине тĕплĕ анализ тăватпăр,  малашнехи плансене сӱтсе яватпăр. Ассоциаци çулсерен 3-4 тĕрлĕ ĕç туса ирттерет. Вĕсен шутĕнче:

семинар – канашлусем, çавра сĕтелсем, конференцисем  ирттерни;

       фестивальсем, уявсем  йĕркелени;

тĕрлĕрен проектсем пуçарни («Паха опыт», «Ĕçтеш патне – хăнана», «Чунçӱрев» т.ыт.те.

чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсенче пулни

район, республика ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнни

ĕç опытĕнчен курăмлă материалсем  хатĕрлени

Ҫулталăк вĕçĕнче вара кашни вĕрентекен хăй ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен информаци картти туса хатĕрлет, ҫакӑ унӑн кашни ҫулхи ӳсӗмне йӗрлесе пыма май парать. Эпир тӗрлӗ организацисемпе ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр, нумай мероприятие пӗрле ирттеретпӗр.

Эпир   вĕрентекенсем  пусăрăнса ан ларччăр, хăйсен професси  ăсталăхне ӱстерсех пыччăр,  тĕрлĕ конкурс – фестивальсене хастар хутшăнччăр тесе тимлетпĕр, пĕр – пĕрин ĕç опычĕпе паллашмалли, паллаштармалли  майсем туса паратпăр.

Юлашки çулсенче вĕрентекенсем професси ăсталăхне палăртакан конкурссене  хавхаланса хутшăннине палăртма кăмăллă. Район шайĕпе иртекен «Ҫулталăк вĕрентекенĕ» конкурса 2013 ç. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пиллĕкĕн, 2014 ç. - 2, 2015 ç. -2, 2016 ç. 2 хутшăнчĕç, тăваттăн  финала тухма пултарчĕç.

 

2012 ç. ЧР вĕренӱ институчĕ, ЧНК тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республика шайĕнчи  «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсне пирĕн районтан Енейкина Г.Л.(Патреккел) хутшăнчĕ. Унта районсенчи тата хула шкулĕсенчи учительсем тупăшрĕç, программăпа килĕшӱллĕн хăйсен вĕрентӱри ăсталăхне уçса пачĕç, ĕçтешĕсен опычĕпе паллашрĕç. Кашниех тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрчĕ. Номинацисем тĕрлĕрен пулчĕç:

«Паллаштару карточки».

«Манăн педагогикăри тĕп шухăш».

«Ăста урокĕ».

Республика шайне тухиччен Енейкина Г.Л. хăй ăсталăхне районти учительсен умĕнче кăтартса пачĕ, тĕрлĕ сĕнӱ – канаша тимлерĕ. Шупашкара асăннă  конкурса  курма  ятарласа автобус тытса кайрăмăр. Опытлă вĕрентекенсен ăсталăхне курни вара пур учительшĕн те усăллă пулчĕ.

 2015 çулта çак конкурса Кĕçĕн Таяпари шкул вĕрентекенĕ Иванова А.А.хутшăнчĕ, «Учитель тĕпчевçĕ» номинаци çĕнтерӱçи пулса таврăнчĕ. Юлашки çулсенче вĕрентекен хăй те, унăн вĕренекенĕсем те республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӱçисем пулса савăнтарчĕç. Вĕрентекен çĕнĕ технологисемпе ăнăçлă усă курса ӱсĕм хыççăн ӱсĕм тăвать.

Республика шайĕпе иртекен «Чăваш чĕлхи кабинечĕсен конкурсне» те хутшӑнмасӑр юлмастпӑр.  Ăна  малтан  район шайĕпе ирттеретпĕр, «Чи лайăх кабинет» ята тивĕçни республика шайне тухать. 2014 çулта Ҫирĕклĕ Шăхальти чăваш чĕлхипе литература кабинечĕ (Ертӱçи – Левая Н.А.)  республика шайĕпе 1 – мĕш вырăн йышăнса 29 пине яхăн мультимедиллĕ оборудовани çĕнсе илме пултарни   чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене пурне те  савăнтарчĕ, ыттисене те асăннă конкурса хутшăнма хавхалантарчĕ. Кăçал ку конкурса Кушкăри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕ хутшăнчĕ (Ертӱçи: Портнова А.И.), чи лайăх шкулсен йышне лекрĕ.

Ассоциаци тăрăшнипе  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен опычĕпе паллаштарасси те кирлĕ шайра пулса пырать.  Çак тĕллевпе район шайĕпе  2013 ç.  «Уçă урок» конкурс йĕркелерĕмĕр. 2014, 2015 çулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивальне  ирттертĕмĕр. Уйрăмах Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче иртнĕ фестиваль курăмлă пулчĕ. Малова Г.И., Михеева З.А. вĕрентекенсем 5 – мĕш класра ФГОС шайĕпе уçă уроксем ирттерчĕç,  Енейкина Г.Л., Адюкова Л.Г., Иванова А.А. мастер – классем кăтартрĕç, ыттисем творчество отчечĕсемпе паллаштарчĕç, стена хаçачĕсен конкурсĕнче тупăшрĕç.  Çамрăк учительсем çак фестиваль усăлăхне, кирлĕлĕхне, хăйсемшĕн нумай  çĕнĕлĕх илнине палăртса хăварчĕç. Çак фестивале ҫӳллӗ шайра ирттерме пулӑшнӑ Кӗҫӗн Таяпари шкул коллективне чыс та мухтав.

Чăвашсен паллă поэчĕ Я.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа 2012 ç. « Ячĕ юлĕ ĕмĕре» ятпа  район шайĕпе кĕнеке пичетлесе кăларни те пирĕн çитĕнӱ пулчĕ. Унта  районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хатĕрленĕ докладсем, сценарисем, урок планĕсем, сăвăсемпе юрăсем кĕчĕç. Кĕнеке  «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Алексеев Н.В. тата Таяпа Энтринчи тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Алексеева Е.В. тăрăшнипе кун çути курчĕ. Кĕнеке кăларас ĕçе вĕрентӱ пайĕн информаципе методика центрĕ  те ырласа йышăнчĕ, кĕнеке презентацине йĕркелеме сĕнчĕ. Ассоциацин çитĕнĕвĕпе тĕплĕн паллаштарас тĕллевпе уява  Патăрьел районĕнчи ĕçтешсене те чĕнтĕмĕр. Кĕнеке хăтлавне видео ӱкерсе дисксем  хатĕрлерĕмĕр. Видео ӱкерсе дисксем хатĕрлекенĕ  Адюкова Л.Г. (Аслă Елчĕк) пулчĕ.

 Адюкова Л.Г.- тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ педагог. Вӑл вӗрентекен те, библиотекарь те. Раҫҫей шайӗнчи конкурссене те хастар хутшӑнать, тӗрлӗ спорт мероприятийӗсенче те ӑмӑртать, видеороликсем, электрон дисксем  хатӗрлет, радиопа телевидени валли перадачӑсем хатӗрлет, мастер-классем йӗркелет, пултаруллӑ ачасемпе те ӗҫлет. Вăл – чӑннипех те паянхи пурнăçпа тан утакан мал ĕмĕтлĕ педагог.

 

Республикăри учительсен «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ» çулсерен районти Ассоциацисен çулталăкри планне ыйтать, кашни районтах ассоциацисен пĕр – пĕр курăмлă ĕç туса ирттермелле. Пирĕн районта ун пек ĕç – Чăваш чĕлхи кунне халалласа 2014 çулхи ака уйăхĕнче  ирттернĕ семинар – канашлу пулчĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене  хăйсен професси  ăсталăхне ӳстерме май туса парас тĕллевпе ЧР Вĕренӱ тата çамрăксен политики Вĕренӱ институчĕпе пĕрле 2012 çулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем валли «Уçă урок» пĕрремĕш фестивальне йĕркелерĕ.

Фестиваль пĕлтерĕшĕ çав тери пысăккине палӑртмалла. Унта чи лайăх педагогсем хăйсен ĕçĕсемпе, опычĕпе, ӱсĕмĕсемпе паллаштараççĕ. Ҫавăнпа пĕр – пĕринчен вĕренмелли чылай. Учителĕн вара вĕренме нихăçан та чарăнмалла мар, ялан аталанса пырсан кăна хăвна чăн – чăн педагог тесе çирĕплетме ирĕк пур. 2013 ҫ.  çав фестивале 7 вӗрентекен хутшӑнчӗҫ, Митрофанова В.Г. призерсен йышне лекрĕ. Ытти ҫулсенче те пирӗн районти учительсем ку конкурса хутшӑнмасӑр юлни пулман.

Вĕрентекенсем пурнăç утăмĕнчен кая юлма юраманнине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та мĕн тунипе кăна çырлахмаççĕ. Вăхăтра хăйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ.

2013-2014, 2014-2015 вĕренӱ çулĕсенче тĕрлĕ тапхăрта 17 учитель  хăйсен пĕлĕвне ӱстерчĕ.

 Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви çулсерен учительсен аттестацине ирттерет, çапла майпа вĕрентекенсен пĕлĕвĕпе пултарулăхĕ тата ăсталăхĕ мĕнле шайра пулнине палăртать.

Кашни учитель 5 çулти кăтартăвĕсене ятарлă карттăра палăртать. Эксперт комиссийĕ ун тăрăх ĕç тухăçлăхĕ, ăсталăхĕпе пултарулăхĕ, класс тулашĕнчи ĕç – хĕлĕн пахалăхĕ мĕнлерех пулнине тишкерет, уроксенче пулнă хыççăн пĕтĕмĕшле балл лартать. Учитель ĕçне çак мелпе ӗҫтешӗсемех хаклани яваплӑха татах та ӳстерет. Никамӑн та начар учитель пулас килмест. 2010 ҫултанпа Ассоциаци ертӳҫи пулнӑ май чӑваш учителӗсене пурне те пӗр-пӗрне пулӑшса, хавхалантарса ӗҫлесе пынӑшӑн, ӗҫри пуҫарулӑхшӑн  тав туса хӑварас килет.

 Ăстаçăсен опычĕпе паллашса хамăр ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме хӑнӑхас  тĕллевпе пĕр çулхине Шупашкар районĕнчи Тренькасси шкулне Раççей Президенчĕн премине илме тивĕç пулнă Фомина И.А. вĕрентекен патне кайрăмăр, унăн ĕç опычĕпе туллин паллашрăмăр Вĕренекенсемшĕн йăлана кĕнĕ ахаль уроксем кичем, çавăнпа та вĕсен вĕренес ĕмĕчĕсем сӱнсех пыраççĕ. Йăлана кĕмен уроксем ахаль уроксенчен чи малтан çĕнĕлĕхпе, илĕртӱлĕхпе, интересĕпе уйрăлса тăраççĕ, ачасене çĕнĕ туйăм, хăват вĕрсе кĕртме пулăшаççĕ. Анчах та шкул пурнăçĕ яланах уяв пек иртме пултараймасть, çавăнпа та «ахаль» уроксем те пысăк шайра пулмалла. Кун пек уроксенче ытларах çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе, воспитани мелĕсемпе кирлĕ таран усă курма пĕлмелле.

Елчĕк,  Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи ĕçтешсемпе  те  темиçе хутчен те пĕрлехи семинар – канашлусем, фестивальсем йĕркелерĕмĕр. Ҫакăн йышши мероприятисем   вĕрентекенсене  уроксенче компьютерпа, кăтарту хатĕрĕсемпе анлă та ăнăçлă усă курма, методика тĕлĕшĕнчен уроксене тĕрĕс йĕркелеме вĕрентеççĕ. Пирĕн семинар канашлусенче, фестивальсенче    район пуçлăхĕсем,  вĕрентӱ пайĕн ертӱçисем,  Шупашкартан килнĕ аслă шкул преподавателĕсем, вĕрентӱ институчĕн ĕçченĕсем, ЧНК пайташĕсем хутшăнни пуçарулăха татах та ӱстерме хистет,  малашлăхра çĕнĕ ӱсĕмсем тума хавхалантарать.

Харпăр хăй опычĕпе паллаштармалли мастер классем ирттересси те анлăн пурнăçа кĕрсе пырать. Малта пыракан вĕрентекенсен паха опычĕпе паллашмалли мел - меслет пуриншĕн те усăллă. Республика шайĕпе хăйсен опычĕпе    Воронова В.Н., Круглова Н.Н., Левая Н.А., Енейкина Г.Л.аслă категориллĕ  вĕрентекенсем паллаштарчĕç.

 

Юлашки вӑхӑтра  районсенчи учительсен пĕрлешĕвĕсем  хăйсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме тăрăшни сисĕнет.  2013-2014 в.ҫ.ЧР  Йĕпреç районĕнчи Пучинкке шкулĕпе туслă тĕл пулу пулса иртрĕ, чĕлхеçĕсем  Пучинккесем  халăх йăли-йĕркине тытса пынипе, ăна малалла  аталантарассипе мĕнле ĕçленине курса тĕлĕнчĕç. 

 2014-2015 в. ҫ. вĕрентекенсен августри секци занятине Каçал районĕнчи тата  Елчĕк районĕнчи тăван чĕлхепе литература учителĕсем пĕрле Ҫирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта ирттертĕмĕр. Каçалсем пирĕн, эпир вĕсен Ассоциаци ĕç - хĕлĕпе паллашрăмăр, малашнехи плансене палăртрăмăр. Тепрехинче Каçал районĕнче регионсен шайĕпе пĕрлехи семинар иртрĕ. Семинарта икĕ районти вĕрентекенсем, Тутар Республикинчен килнĕ ĕçтешсем, Шупашкарти хăнасем пулчĕç. Федорова Е.С. вĕрентекен  «ФГОСа тивĕçтерекен ĕç программисем хатĕрлесси: вĕренÿ содержанине программа картине вырнаçтарса капаштарасси, вĕренÿ методикине палăртасси» темăпа мастер – класс ирттерчӗ. Паянхи кун вӗрентекенӗн ĕлĕкхилле ĕçлеме май çуккине палăртрĕ. ФГОСа тивĕçтерекен урок йĕрки те, результачĕсем те улшăннă. Çаксене шута илсе ĕç программине ҫӗнӗлле хатĕрлеме тивет.

2015 çул Чăваш Республикинче К.В.Иванов çулталăкĕ пулчĕ. Ҫавна май  Ассоциаци хастарӗсен пуҫарӑвӗпе нумай  ӗҫ  туса ирттертӗмӗр. Вӗсен шутӗнче поэзи фестивалӗ,  аслă категориллĕ  вĕрентекенсем район шайĕпе  йӗркеленӗ  мероприятисем,   К.В.Иванов ҫӗр-шывне, Пушкӑрта  ҫитсе килни тата ыт.те. Хамӑр ӗҫсемпе  СМИ изданийӗсенче те,  сайтсем урлӑ та   паллаштарсах тӑтӑмӑр, республикӑри ытти шкулсен ӗҫӗ-хӗлӗпе те интереслентӗмӗр.

     Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем   хăйсен професси  ăсталăхне ӳстерес тесе пур майсемпе те   тăрăшаççĕ. Уйрăмах ку енĕпе Воронова В.Н. питĕ хастар  пулнине палăртса хăварас килет. Пултаруллă педагог пĕрре те тунă çитĕнӱсемпе лăпланса лармасть, хăй ĕçĕнче яланах çĕннине шырать, хастарлăхĕпе тĕлĕнтерет, кирек кама та методика тĕлĕшĕнчен пулăшу пама пултарать. Хӑйӗн ӗҫ опычӗпе миҫе хутчен паллаштарман-ши вӑл. Яланах ҫӗнни пур вӗрентекенӗн.

Ытти учительсем те айккинче юлмаҫҫӗ. Пӗлтӗрхи в.ҫ. 4 вӗрентекен (Левая Н.А., Веникова Г.В., Иванова А.А., Кузнецова Н.Н.) ЧР Вӗрентӳ институтӗнче паллӑ чӗлхеҫӗсене, филологи науки кандидачӗсене Ю.Виноградовпа А.Волкова доцентсене халалланӑ «Хальхи тапхӑрта тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсем» халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑнчӗҫ, тӗрлӗ секцисенче пулса хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ.  Учительсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе  «Халӑх шкулӗ» журналта та, тӗнче тетӗлӗнчи учительсен пӗрлӗхӗсенче  те, «Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. Статьясен пуххи» йышши изданисенче пичетленни те вӗсен ҫӗнӗлле ӗҫлес кӑмӑлӗ пулнине ҫирӗплетет.

Иртнӗ в.ҫ. пирӗн районта тӗрлӗ предмет Ассоциацийӗсен конкурсӗ иртрӗ. Асӑннӑ конкурсра пирӗн чӗлхеҫӗсен Ассоциацийӗ 1-мӗш вырӑн йышӑнни  эпир начарах мар ӗҫлени ҫинчен калать.

Раҫҫей Президенчӗ В.Путин кӑҫал Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура ҫапла калани пур: «Лайӑх пӗлӳ илме хӑтлӑ шкул ҫеҫ ҫителӗксӗр. Вӗрентекенсем ҫине тӑрса ӗҫлени кирлӗ, пултарулӑха  аталантармалли майсем йӗркелемелле». Учительсен пултарулӑхӗ вара шӑпах  тӗрлӗ пӗрлӗхсенче аталанать те.

Итленĕшĕн тавах! Ҫĕнĕ вĕренӱ çулĕнче пурин те ăнăçусем, çитĕнӱсем  пулччăр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ:

Стипендине 19 çамрăк тивĕçнĕ

11.01.2017 16:40

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусем тунă республикăри 994 яшпа хĕр хушшинче пирĕн районти 19 çамрăк та пур. Вĕсен йышĕнче шкул ачисем нумай. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Екатерина Агеева, Анна Данилова, Виктория Евстафьева, Николай Петров, Виктория Филиппова, Максим Шавкин, Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Артур Арефьев, Анастасия Волкова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Дмитрий Волков, Наталия Федорова, Кирилл Чернов, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Анастасия Гладкова, Анастасия Круглова, Ирина Светопольская, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Мария Зайцева, Елчĕкри искусство шкулĕнчи Анна Кузьмина, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Станислав Мисяков вĕренекенсем, Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ Зарема Князева, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Денис Александров кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gov.cap.ru/Publication....ov_id=594&id=2661801

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ — Елчӗк районӗн пуҫлӑхӗ

11.01.2017 16:39
Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ — Елчӗк районӗн пуҫлӑхӗ

Елчӗк районӗн пуҫлӑх пуканне чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Ираида Васильева йышӑннӑ. Унччен ку тивӗҫе пурнӑҫланӑ Петр Скворцов ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайма заявлени ҫырнӑ. Вӑл ку должноҫре пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен ӗҫленӗ.

Ираида Васильевӑна Елчӗк районӗнчи депутатсен пухӑвӗнче суйланӑ. Вӑл паян иртнӗ. 18 депутатран чылайӑшӗ Ираида Васильевӑшӑн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫакна курсан йӗрсе янӑ, ҫӗнӗ должноҫа йышӑнма хирӗҫҫине те палӑртнӑ.

Ираида Васльева унччен Шӑмалакри шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Палӑртмалла: вӑл Пушкӑрт Республикинче ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/14242.html

Петӗр Хусанкай юбилейне халалласа — видеосӑвӑсен конкурсӗ!

11.01.2017 16:33
Петӗр Хусанкай юбилейне халалласа — видеосӑвӑсен конкурсӗ!

Чӑваш халӑх сайчӗ, «Сувар» хаҫат, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, «Сӑвар ТВ» тата «Шкул ТВ» тетелти телеканалсем ҫӗнӗ конкурс йӗркелесси пирки пӗлтереҫҫӗ. «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва эпир Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫинине халалласа ирттеретпӗр.

Ӑмӑрту йӗркелекенӗсем видеосӑвӑсене нарӑсӑн 6-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене сирӗн Youtube видеохостинга, е civhim2@yandex.ru, videosava@chuvash.org электронлӑ адрессемпе ярса памалла (маларах Яндекс.Диск е Майл.Облако сервиссене вырнаҫтарсан питӗ аван пулӗччӗ). «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» конкурса пӗчӗккисенчен пуҫласа аслисем таранах хутшӑнма пултараҫҫӗ! Ӑмӑрту положенийӗпе тӗплӗнрех ҫакӑнта паллашма май пур.

Енчен те кама та пулин ӳкерме пулӑшу кирлӗ пулсан videosava@chuvash.org адреспе ҫырса ярӑр, Олег Михайлович Цыпленков (Ултиар) сире хаваспах пырса ӳкерӗ.

Ӑмӑртӳ ҫӗнтерӳҫисене нарӑсӑн 22-мӗшӗ тӗлне палӑртма тӑрӑшӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/14602.html