ЧР Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурс - 10.02.2017

20.02.2017 12:22

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурс ҫулсеренех хăй ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан пултаруллă ачасене пуҫтарать.

2017 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнче чӑваш халӑх поэчӗ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине тата Чӑваш енри Аттепе Анне çулталăкне халалланӑ «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс - фестиваль иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

Конкурс- фестивале хутшăнакансем - 3-5-мĕш класс ачисем, шкул шайĕпе иртнĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Асӑннӑ мероприяти виҫӗ номинаципе иртрӗ:

1. «Сăвă чи лайăх калакан». Ку номинацире 21 ача тупăшрĕ.

2. «Чи лайăх юрлакан». 10 ача ӑмӑртрӗ.

3. «Чи лайăх инсценировка» номинацире 6 ушкăн пулчӗ.

Ҫак кун илемлӗ сӑмах, юрӑ – кӗвӗ, капӑр чӑваш ҫи - пуҫӗ пурне те илӗртсе тыткӑнларӗҫ. Тăван чĕлхепе литературăна, чăваш юрри-кĕввине юратакансемшĕн – ачасемшӗн те, те, вĕрентекенсемшĕн те конкурс – фестиваль чăн-чăн уяв пулчĕ.

Ҫĕнтерÿçӗсене жюри членĕсем палăртрĕç. «Чи лайăх юрлакан» номинацире хăйĕн пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе 3-мĕш класра вĕренекен Романова Виктория (ертÿçи Арефьева С.А., Лаш - Таяпа шкулĕ) П.Хусанкайӑн «Сăпка юррипе» пурне те савăнтарчĕ, 1 – мĕш вырăна тухрĕ, 2- мĕшпе 3-мĕш вырăнсене 5-мĕш класра вĕренекен Герасимов Денис (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ,ертÿçи Мясникова О.Н., «Эп юрлатăп савăнса» юрă) тата 5 –мĕш класра вĕренекен Романова Александра ( Елчĕк шкулĕ, ертÿçисем Воронова В.Н, Архипова О.А., «Анне» юрă) пайларĕç.

Валерий Раштавăн «Аннен çуралнă кунĕ» сăввине илемлĕ вуласа Елчĕк шкулĕнче 5 – мӗш класра вĕренекен Тарасова Анастасия (ертÿçи Федорова Р.В.) çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Елчĕк шкулĕнче 3а класра вĕренекен Романов Евгений П.Хусанкайăн «Çарăк» сăввине каласа (ертÿçи- Молоствова В.Г.) тата Аслă Таяпа шкулĕнче 3 класра вĕренекен Паулина Александра Г.Л.Енейкинăн «Çурт илемĕ, ун ăшши» сăввинне вуласа (ертÿçи Федорова О.Л.) II, III вырăнсене тухрĕç.

«Чи лайăх инсценировка» номинацире чи пултаруллисем çак ушкăнсем пулчĕç:

1-мĕш вырăн - Аслă Пăла Тимеш шкулĕнчи ушкăн (А.Т.Александров «Тĕрĕс тунă» хайлавӗ. Ертÿçи - Михеева А.Н.).

2-мĕш вырăн - Аслă Таяпа шкулĕнчи ушкăн (ертÿçи Малова Г.И.).

3 –мĕш вырăн – Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчи ушкăн (А.Васильева «Çĕн кайăкпа кантраллă кукăль». Ертӳҫи - Иванова А.А.).

Район шайӗпе иртекен мероприятие чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Ассоциацийӗ йӗркелесе ирттерчӗ. Унӑн ертӳҫи Нина Аркадьевна Левая çĕнтерÿçĕсене, вĕрентекенсене ăшшăн саламларĕ. Малашне те пултаруллă та хастар пулма, ытти конкурссенче те хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме вăй-хăват, ăнăçу сунчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Ытти хыпарсем