ЧР Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ

Районти «Чĕрĕ сăмах» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

08.04.2017 20:04

2017 çулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Елчĕкри искусство шкулĕнче хайлав сыпăкне илемлӗ вулакансен «Чĕрĕ сăмах» конкурс иртрӗ. Унăн тĕллевĕ: шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси, ачасен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

Вулав конкурсне район администрацийĕн вĕрентӳпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Волкова А.А. уçрĕ. Вӑл ачасене ăнăçу сунчĕ, кун йӗркипе паллаштарчӗ.

Конкурса хутшăнакансем - 5-10-мĕш класс ачисем, шкул шайĕпе иртнĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Вун виçĕ шкултан пуҫтарӑннӑ 26 вӗренекен хӑйсен хайлав сыпăкне илемлĕ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Жюри членĕсем ачасен пултарулӑхне виçĕ ӳсӗмпе хакларӗç: пӗрремӗш ӳсӗмрисем — 5-6 классем, иккӗмӗш ӳсӗмрисем — 7-8 классем, виççĕмĕш ӳсӗмрисем – 9-10 классем.

Пӗрремӗш ӳсӗмрисем хушшинче чи малти вырӑна Дмитриев Игорь (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ,ертÿçи Левая Н.А., О.Туркай «Ҫӗмӗрт»), иккӗмӗш вырӑна Савукова Юлия (Аслă Елчĕк шкулĕ, ертÿçи Адюкова Л.Г., Ю.Скворцов «Амаçури амăшĕ»), виҫҫӗмӗш вырăна Ванюшина Диана (Таяпа Энтри шкулĕ, ертÿçи Ванюшина И.В., А. Г. Миллин «Вăлта») тухма пултарчĕç.

Иккӗмӗш ӳсӗмрисем хушшинче пĕрремĕш вырӑна Иванова Ирина (Хăвăлçырма шкулĕ, ертÿçи Михеева З.О., О.Туркай «Ҫӗмӗрт») тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мусалова Наталья (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ,ертÿçи Иванова А.А., О.Туркай «Ҫӗмӗрт») тата Райкова Милана ( Аслă Елчĕк шкулĕ, ертÿçи Хушкина Н.З., О.Туркай «Ҫӗмӗрт» ) пайларĕç.

Виççĕмӗш ӳсӗмрисем хушшинче Киргизова Александра (Кушкă шкулĕ, ертÿçи Портнова А.И., Ю.Скворцов «Уках хурӑнӗ») çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Адюкова Юлия (Елчĕк шкулĕ, ертÿçи Каринкина Г.В., М.Трубина «Хăнаран») тата Вишневская Екатерина (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ,ертÿçи Левая Н.А., Н.Терентьев «Ҫӗпӗр дивизийӗ» драмӑри сыпӑк) пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырăнсене тухрĕç.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи Левая Н.А. çĕнтерÿçĕсене, вĕрентекенсене ăшшăн саламларĕ. Малашне те пултаруллă та хастар пулма, ытти конкурссенче те хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме вăй-хăват, ăнăçу сунчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Ытти хыпарсем