ЧР Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ

Ӗç çынни çулталӑкне пӗтӗмлетсе… - 16.12.2016

20.02.2017 12:27

Ҫапла ятпа иртрӗ районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинарӗ. Иртсе пыракан 2016 ҫул Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ пулчӗ. Общество пурнӑҫӗ, кирек мӗнле экономика та ҫын ӗҫӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. Мӗнлерех ӗҫлесе пынӑ-ха шкулсем, мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем туса ирттернӗ, ачасене мӗнле ӗҫсене явӑҫтарнӑ – ҫак ыйтусем тӗпре пулчӗҫ Кивӗ Эйпеҫри тӗп шкулта иртнӗ чӗлхеҫӗсен черетлӗ семинарӗнче.

Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗнче те алӑ усса ларман пирӗн вӗрентекенсем, ятарлӑ ӗҫ планне туса хатӗрленӗ те ҫав планпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк тӑршшӗпех тӑрӑшса ӗҫлесе пынӑ. Семинар тӗлне Веникова Г.В., Портнова А.И. ( Кушкӑ), Кушманова Н.В. (Елчӗк), Павлова С.А.( Ҫӗнӗ Пӑва), Теренина А.Н. (Лащ Таяпа), Хушкина Н.З.( Аслӑ Елчӗк), Воронова В.Н. (Курнавӑш), Ванюшина И.В. (Таяпа Энтри), Иванова А.А. ( Кӗҫӗн Таяпа), Михеева А.Н., Смирнова Т.З. (Аслӑ Пӑла Тимеш), Козлова С.А.( Тӗмер) ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен отчетсем хатӗрлесе килнӗ. Аслӑ Елчӗкре вӗрентекен Адюкова Л.Г. аслӑ категориллӗ вӗрентекен хӑй туса ирттернӗ ӗҫсемпе буктрейлей формипе паллаштарчӗ. Буктрейлей ҫӗнӗ меслет тухӑҫлине курса ӗненчӗҫ вӗрентекенсем.

Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа чылай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттернӗ Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем. Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи «Шӑпӑрлансем» кружок членӗсем ялти клубра «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» ятпа юмах кӑтартса савӑнтарнӑ, Таяпа Энтри шкулӗнчи ачасем шкул шайӗпе ачасен пултарулӑхне ҫутатакан кӗнеке кӑларма вӑй ҫитернӗ, ял библиотекинче иртнӗ «Чӑваш хресченӗ – ӑста ҫӗр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел ӗҫне хутшӑннӑ. Аслӑ Пӑла Тимешри вӗрентекенсем (Михеева А.Н., Смирнова Т.З. «ECXELSIOR-2016” республика шайӗнчи конкурсра палӑрнӑ. Кушкӑ шкулӗнче вӗрентекен Веникова Г.В. Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ «Чӑваш чӗлхипе литератури. Уҫӑ урок тата класс тулашӗнчи чи лайӑх ӗҫ» конкурсра призер пулса тӑнӑ, «Халӑхӑн йӑла – йӗркисем» вӗренӳ проекчӗсен конкурсӗнче 2 степеньлӗ диплом ҫӗнсе илнӗ. Курнавӑш тата Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӗренекенӗсем «Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫынни сӑнарӗ» темӑпа иртнӗ интернет – олимпиадӑна хастар хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Лащ Таяпа ри шкул ҫумӗнче тӑван тавралӑх музейӗ аван ӗҫлет. Шкулти тӑван чӗлхене вӗрентекен учительсем музейра урок – экскурсисем нумай ирттернӗ, ӗҫ ҫыннине мухтакан юрӑсен, нсценировкӑсен конкурсӗсем, тӗрлӗ викторинӑсем йӗркелесе ирттернӗ. Унсӑр пуҫне кашни шкултах ҫулсерен иртекен чӑваш чӗлхиппе литература эрнине пӗтӗмпех ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ. Пур ӗҫе те чуна парса туса ирттернине палӑртма питех те кӑмӑллӑ пулчӗ.

Семинар ӗҫӗнче Кушкӑ шкулӗнче вӑй хуракан Веникова Г.В. ирттернӗ мастер - класс та питӗ интереслӗ пулчӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ ӗҫтешсемшӗн. Галина Васильевна ачасене чылайранпа шырав – тӗпчев ӗҫне явӑҫтарать. Унӑн вӗренекенӗсем пӗрре мар район, республика шайӗнчи наукӑпа практика конференцийӗсенче тупӑшнӑ, ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑннӑ. Ᾰста педагог темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ мунча йӑли - мешехине тӗпчет, ҫав ӗҫпе ачасене те кӑсӑклантарать. Мунча кӗрес йӑла – йӗркене тӗпченӗ май ачасем илемлӗ сӑмах тӗшшине туйма та, мунчала ҫыхма та, мунчара кирлӗ япаласене (чӑваш сӑмахӗ ҫырнӑ кӗҫҫе шлепке, алса, сиплӗ курӑксен тӗрӗллӗ хутаҫӗ) ӑсталама, мунча сиплӗхне рекламӑлама та хӑнӑхса ҫитнӗ. Мӗн чухлӗ пултару ӗҫӗ!

Уҫӑ урок та итлерӗҫ вӗрентекенсем. Ᾰна ирттерекенӗ Тӗмер шкулӗнчи Козлова С.А. пулчӗ. Ҫиччӗмӗш кллассемпе «Ҫӑкӑртан асли ҫук» темӑпа ирттернӗ тишкерӳллӗ проект урокра ачасем питӗ хастар ӗҫлерӗҫ. Вӗрентекен урокра ИКТ мелӗпе усӑ курса ачасен логикӑлла шухӑшлавне аталантарчӗ, тӗрлӗ ӗҫсем урлӑ ачасене шырав - тӗпчев ӗҫӗпе интереслентерсе нумай ҫӗнӗ информаципе паллаштарчӗ, чӑваш хайлавӗсене тӗнче литературипе танлаштарса пӑхма хистерӗ. Урок вӗҫӗнче ачасем илнӗ пӗлӗве пӗтӗмлетсе хаҫат кӑларчӗҫ. Урок ачасемшӗн усӑллӑ иртрӗ. Ҫавӑн пекех Кивӗ Эйпеҫсен пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ чӗлхеҫӗсем. Федорова Е.С. вӗрентекен Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗнче туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, вӑл вӗрентекен ачасем инценировкӑсем кӑтартрӗҫ. Семинара пухӑннисем иртсе каякан ҫула туллин тишкерсе пӗтӗмлетрӗҫ, малашнехи ҫул планне йышӑнчӗҫ.

Левая Н.А.

Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи

Ытти хыпарсем