ЧР Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗ

«Чăваш чĕлхи кунĕ» уяв

01.05.2017 21:40

«Чăваш чĕлхи кунĕ» уяв

Ку çул – Чăваш Республикинче «Атте-анне çулталăкĕ», çавăнпа та ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунĕнче атте-аннене халалланă хайлавсемпе паллаштарчĕç.

Уяв çакăн пек программăпа иртрĕ:

1. Нелли Петровская çырнǎ монолог

1-мĕш ертсе пыракан.

Анне! Эсĕ çĕр çинче пурнǎç çуратакан! Эсĕ çĕр пек тĕлĕнтермĕш! Ху çуратнǎ этеме аллу çине илетĕн те ун çине савǎнǎçпа тĕлĕнсе пǎхатǎн. Вара ху сисмесĕрех сан ик аллуна хальччен пулайман вǎй-хал пуçтарǎнма тытǎнать. Ачуна тǎрантарма сан ÿт-пĕвÿ тǎрǎх асамлǎ, ачуна вǎй-хал паракан сĕткен пуçтарǎнать. Сан куçу тĕнче илемне, ун вǎй-хǎвачĕпе синкерĕсене тарǎнрах куракан пулать. Ачуна чун панǎ чĕрÿ анлǎланать. Унта амǎшĕн ачашлǎхĕ, ыратǎвĕпе юратǎвĕ кĕрсе вырнаçаççĕ. Вара сан чĕрÿ ĕмĕрлĕхех çĕнелсе, аслǎланса юлать.

 

2-мĕш ертсе пыракан

Тĕлĕнтермĕш Анне! Эс хǎвна валли телей çурататǎн! Халь сан ĕмĕтÿсен вĕçĕ-хĕрри те çук. Ху çуратнǎ этемпе сан пĕтĕм пурнǎçу тулса ларчĕ. Вǎл халь санра чĕрĕ çǎл куç пек тапать.

Эс ĕмĕр тǎршшĕпех ачун телейĕпе хĕпĕртесе пурǎнǎн! Ачуна телей парассишĕн пĕрмаях çунǎн. Санǎн аллу кану мĕн иккенне манĕ. Хǎвǎн пурнǎçна ху çуратнǎ ачун пурнǎçĕ витĕр çеç курǎн. Вǎл йǎнǎш тусан ǎна ятласса та юрату витĕр айǎплǎн. Ху телейне ачун куçĕ витĕр курǎн. Сан чуну лǎпкǎлǎх мĕн иккенне ǎнланми пулĕ. Санри иксĕлми вǎй-хǎват ачун кǎкǎрне куçса пырĕ.

Апла пулин те санри чи асамлǎ вǎй, анне туйǎмĕ, ĕмĕрлĕхех чуна пĕçертсе юлĕ. Çак вǎй-хǎватпа ачашлǎха çулсем иртни те чакараймĕ. Çакǎншǎн ĕнтĕ эсĕ çĕр çинче чи вǎйли шутланатǎн.

Çĕр пек хǎватлǎ Анне! Мĕн чухлĕ чǎтǎмлǎх санра!

 

Кашни çыншǎн çĕр çинче чи хакли – атте-анне. 7-мĕш класра вĕренекенсем чăваш поэчĕсем атте-анне çинчен çырнă сăввисемпе паллаштараççĕ.

2. Литмонтаж

1-мĕш вулакан

Хĕрарǎм – кил ǎшши ялан.

Ун кǎкǎрĕн сĕтне çисе,

Утма пуçлаççĕ ачасем.

Чĕвĕл чĕкеçĕн сассине

Илеççĕ калаçма, вара

Пуçлаççĕ ǎшǎ сǎмахран:

«Анне!»

2-мĕш вулакан

Ун пек хисеплĕ, ырǎ ят

Пулман та, пулмĕ тĕнчере.

Вǎл маншǎн тǎванран тǎван,

Ялан вǎл манǎн чĕрере.

3-мĕш вулакан

«Анне» сǎмах мĕнпе танлашĕ?!

Кун-çул пуçламǎшĕ – анне.

Вǎл – пурнǎç витĕмĕ, ун тĕшĕ,

Пире парать хǎй ǎшшине.

4-мĕш вулакан

Атте те пур ман, йǎмǎк та, аппа та,

Телейлĕ эп тǎванǎмсем пур чух.

Пурне те пĕчĕк чĕремре усратǎп,

Сиртен хакли, атте-аннем, никам та çук.

5-мĕш вулакан

Анне – ǎшǎ хĕвел!

Атте – çутǎ тĕнче!

Атте-анне – пирĕн телей!

Çак ятсем чи çывǎх, чи чаплǎ çĕр çинче.

Пурнаççĕ вĕсем ĕмĕр сывǎ çĕр çинче.

6-мĕш вулакан

Анне!

Эс мана мĕн кирлине йǎлт панǎ:

Çыпǎçмасть усал ят ман çума.

Эп санран ĕçчен пулма вĕрентĕм,

Юратма вĕрентĕм халǎха.

Асран тухми аннемĕр,

Ялан санпа чĕремĕр.

Сана чунтан саватпǎр.

7-мĕш вулакан

Инкек-синкек сиксе тухать-и,

Хуйхи те хушǎран пулать,

Кирек хǎçан та эс туятǎн:

Анне пуриншĕн те çунать.

Тен, çавǎнпах-тǎр унǎн çÿçĕ

Ытла та хǎвǎрт шуралать.

Кунсем-çулсем чупса иртÿçĕн

Чĕри те вǎхǎтсǎр хавшать.

8-мĕш вулакан

Вǎл пур самантра та чи çутǎ тивлет,

Анчах ман çакна та калассǎм килет:

Хǎш чух эпир темшĕн, чĕресĕр пекех,

Çуратнǎ аннешĕн хыпмастпǎр питех.

Анне чĕри кǎвар пек вǎл вĕри,

Кǎварсǎр чĕрере кǎвар хыптартǎр.

Питре çиçейтĕр-и хĕвел тĕрри,

Анне ятне никам нихçан ан мантǎр.

9-мĕш вулакан

Анне чĕри! Кам-ха ǎнланĕ,

Епле ачишĕн çуннине?

Кам ǎшталанĕ, кам хумханĕ

Аннемĕрсĕр пуçне?

Йĕри-тавра тĕтре карсассǎн

Кураймǎн çĕрĕн илемне.

Çапла чун ǎшшине туймастǎн

Аннемĕрсĕр пуçне.

Çурхи тĕнче йǎлт вǎрансассǎн

Юрлать пур кайǎк юррине.

Анчах та ман чĕре юрлаймĕ

Аннемĕрсĕр пуçне.

Çиçет питре-çке ялан кулǎ,

Куç ыталать çут тĕнчене.

Анчах та кун та çĕр пек пулĕ

Аннемĕрсĕр пуçне.

Анне чĕри пурне те туйĕ,

Хǎтарĕ йывǎр кунсенче.

Çак пурнǎçра та йывǎр пулĕ

Аннемĕрсĕр пуçне.

3. Валерий Петровăн «Атте-анне» сǎввине 6-мĕш класра вĕренекен Александров Алёша пǎхмасǎр илемлĕ вулать.

4. Чǎвашсен чаплǎран та чаплǎ поэчĕ, чǎваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши те аннесен, чǎваш хĕрарǎмĕн, пурнǎçри пĕлтерĕшне палǎртса «Чǎваш арǎмне» сǎвǎ çырнǎ.

(Çеçпĕл Мишшин «Чǎваш арǎмне» сǎввине 8-мĕш класра вĕренекенсем пăхмасăр илемлĕ вулаççĕ.)

5. Ку çул – П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул. Чăваш халăх поэчĕн, Чăваш Республикин Çеçпĕл Мишши тата К.В.Иванов ячĕллĕ премисен лауреачĕн, П.Хусанкайăн «Аннене» сăввине пăхмасăр 8-мĕш класра вĕренекен Смирнова Алина вуласа парать.

6. Хаклă ентешĕмĕрĕн те, тĕнчипе паллă этнопедагогăмăр Геннадий Никандрович Волковǎн та юбилейĕ. Вăл пурăннă пулсан кăçал 90 тултаратчĕ.

( «Анне пехилĕ» сыпǎка пǎхмасǎр илемлĕн 7-мĕш класра вĕренекен Сусметова Настя вулать.)

7. Пĕтĕмлетÿ. Кашни çыншǎн çĕр çинче чи хакли – атте-анне. Аннесĕр пурнǎç кичем, аттесĕр çутǎ мар. Çавǎнпа та атте-аннене, çывǎх тǎвансене хисеплесе пурǎнасчĕ, вǎхǎтĕнче вĕсене тав тума пĕлесчĕ, нихǎçан та кÿрентерес марччĕ.

(Пурте пĕрле ура çине тăрса «Атте-анне» юрра юрлаççĕ)

«Атте-анне» юрă

1. Паянхи кун пурте пĕрле

Аттепе анне çумĕнче.

Савăнăçлă иртрĕ уяв

Пухăнсассăн кил-йышĕпе.

Хушса юрламалли:

Атте-анне – чи çывăх çынсем.

Ялан тулли – пĕр пÿрт хăнасем.

Атте-анне, эсир чи хакли,

Пурнăç тулли, сир(ĕ)нпе çеç вăл тулли.

Хăмăр куçсем анне евĕрех,

Çÿхе туту атте евĕрех.

Пилĕк ача ÿстернĕ эсир,

Атте-анне, тайма пуçăм сире!

2. Пĕр ывăлпа тăватă хĕр пĕрчи,

Кĕçĕнни вара – эп, ачашши.

Яланах эпир пурте пĕрле,

Пирĕн хушăмра туслăх ĕмĕре.

Хушса юрламалли:

3. Мăнуксем чупаççĕ сир(ĕ)н тавра,

Асаннепе асатте çумра.

Юратаççĕ сир(ĕ)нпе выляма,

Пăшăлтатма, кулса калаçма.

Хушса юрламалли:

 

Сценарие çыраканĕ – Федорова Е.С., ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литер

Ытти хыпарсем